Урал сасси
+11 °С
Облачно
Новости
13 Сентября , 10:00

Кĕрхи ыхрана хăçан лартмалла?

Нумай чухне ыхрана пахчаçăсен календарĕ тăрăх лартатпăр. Анчах кашни регионта çанталăк тĕрлĕрен. Ир лартас пулсан ыхра шăтса тухса шăнма пултарать, кая юлсан тымар яма ĕлкĕреймест. Анчах пĕр шанчăклă меслет пур, вăл нихăçан та улталамасть.

Кĕрхи ыхрана хăçан лартмалла?Кĕрхи ыхрана хăçан лартмалла?
Кĕрхи ыхрана хăçан лартмалла?

Кунсене синоптиксем каланă тăрăх шутличчен çывăхра ÿсекен хурăн çине пăхса илĕр. Ун çулçисем сап-сарă тум тăхăннă пулсан ыхра шăлĕсене лартмашкăн вăхăт çитнĕ.
Мĕншĕн çак меслет тĕрĕс ĕçлет? Йывăçсем тăпрапа сывлăш температурине сисĕмлĕ йышăнаççĕ. Хурăн çулçисем йышлăн сарăхни сывлăш температури +10, +12 таран аннине пĕлтерет. Шăпах çавăн пек сулхăн çĕр çинче ыхра сивĕсем пуçланиччен лайăх тымар яма ĕлкĕрет, анчах çав вăхăтрах сивĕ унăн çулçисене çÿлелле ÿсме памасть. Çапла майпа ыхра тымар ярса, вăй илсе ĕлкĕрет.
Ыхра шăлне çĕр ăшне 7-9 см тарăнăш лартмалла. Çĕр хытăрах пулсан шăтăксене шалчапа шăтармалла, ыхрана çĕр çине вăйпа пусма юрамасть, унсăрăн тымарĕсем ÿсекен тĕпне сиенлетме пулать. Малтанхи юрсăр сивĕсенчен сыхланма йăрана компостпа, торфпа е çулçăпа витмелле. Çут çанталăка шансан çуркунне калчасем туслăн шăтса тухĕç.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас