Урал сасси
+9 °С
Ясно
Новости
22 Сентября , 12:00

УФСИН ĕçченĕ кÿршисене пушартан çăлнă

Кăçалхи çулла Чишма районĕнчи Дема ялĕнче пушар тухнă. Ирпе ирех Айăплава пурнăçа кĕртекен федераллă службăн ĕçченĕ Ильмир Хасанов (вăл службăра мар, килте пулнă) кÿршисен енчен тĕтĕм тухнине асăрханă.

УФСИН ĕçченĕ кÿршисене пушартан çăлнăУФСИН ĕçченĕ кÿршисене пушартан çăлнă
УФСИН ĕçченĕ кÿршисене пушартан çăлнă

Пĕр  шухăшласа тăмасăрах вăл инкек сиксе тухнă вырăна чи малтан çитнĕ, икĕ аслă çынна тата икĕ ачана пушартан çăлнă. Инкеклĕ лару-тăру министерствин тĕп вăйĕсем килсе çитиччен Ильмир  вут-çулăма сÿнтерме пулăшнă, çакă пушара ытти хуралтăсем çине куçма паман.

УФСИН тата  килсе çитнĕ пушар хуралĕн ĕçченĕсем тăрăшнипе никам та суранланман. Ильмир Хасанов маларах аварипе çăлав службинче ĕçленĕ, унта çакăн пек лару-тару валли кирлĕ хăнăхусем илни ăна пушарта пулăшнă.

Паттăрлăхпа хастарлăх кăтартнăшăн УФСИН ĕçченне Айăплава пурнăçа кĕртекен федераллă службăн Пушкăртстанри уйрăмĕн ертÿçин Тав çырăвĕпе чысланă. «Эпĕ хамран килнине çеç турăм», - тенĕ паттăр сăпайлăн.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас