

Мероприятие тĕрлĕ районсемпе хуласенчен, Çтерлĕпе Салават хулисенчи, Авăркас районĕнчи Юламан, Чакăллă, Чăваш Нукасак ялĕсенчи, Çтерлĕ районĕнчи Косяковка, Усăллă, Айгулево ялĕсенчи, пурĕ сакăр пултарулăх ушкăнĕ, пуçтарăннă.
Хăнасене чăвашсен авалхи йăлипе çăкăр-тăварпа, кăпăклă сăрапа тараватлăн та ăшшăн кĕтсе илнĕ. Çавна май уяв килти пек хăтлă, çав вăхăтрах пуян та анлă пулса тухнă.
Пуçтарăннисене уйрăмах «Эткер» этнокультура центрĕнче иртнĕ экскурси кăмăла кайнă. Кунта аваллах куç умне тухса тăнă тейĕн: кулленхи пурнăçра усă курнă хатĕр-хĕтĕр, наци тумĕсем. Чылай хăнашăн, уйрăмах ачасемшĕн, ку чăн-чăн вăхăт çул çÿревĕ пек пулнă, вĕсем экспонатсене кăсăкланса пăхнă, авалхи пурнăç çинчен каласа панисене итленĕ.
Наци апат-çимĕçне тутанса пăхни те кăмăллă туйăм парнеленĕ. Сĕтелсем çинче ăруран-ăрăва куçса пыракан авалхи рецептсемпе хатĕрленĕ апат-çимĕçĕн кашни татăкĕ хăйĕнче çемье историйĕн пĕр пайне упрать тейĕн.
Айгуль ялĕнчен килнĕ вулавăш ĕçченĕ чăваш хĕрарăмĕн кăкăр çине çакмалли капăрлăх хатĕрне – шÿлкеме - тума вĕрентнĕ. Ăсталăх класĕ кашнин кăмăлне кайнă, пуриншĕн те усăллă пулнă.
Уява чăваш тумĕсем тăхăннă пултарулăх ушкăнĕсем сцена çинчен шăрантарнă юрăсемпе, илемлĕ ташсем илем кÿнĕ.
Мероприяти пысăк та илемлĕ вăйă картипе – пĕрлĕхĕн авалхи символĕпе – вĕçленнĕ. Унта аслисем те, ачасем те, аякран килнисем те, вырăнти çынсем те хутшăннă. Çакă чăваш халăхĕн малашлăхĕ чăннипех те çутă пулассине çирĕплетет.