

– Октябрĕн 9-мĕшĕнче Ленин ячĕллĕ парка уçасса шанатăп. Тĕрĕссипе, ку вăл çĕнĕ парк пулĕ, ăна пачах урăхла сăн кĕнĕ. Савăнăçлă церемоние Перекет банкĕн президенчĕ Герман Греф хутшăнмалла. Асăннă банк укçа-тенкĕпе тата интеллектуаллă пулăшу панипе эпир палăртнине пурнăçа кĕртме пултартăмăр. Тинех парти обкомĕн пĕрремĕш секретарĕн Мидхат Шакировăн палăкне лартмалли ĕçсене вĕçлетпĕр, ăна октябрĕн 9-мĕшĕнче уçма шутлатпăр. Сквер хатĕр, палăка лартмалла тата ăна çутăпа тивĕçтермелле çеç, – тенĕ Радий Хабиров.
Çавăн пекех регион ертÿçи Ĕпхÿ хули уяв тĕлне çĕнĕ объектсем хатĕрленине палăртнă. Радий Хабиров мĕнпур территори органĕсен тата власть тытăмĕнчи ертÿçĕсене, муниципалитетсен пуçлăхĕсене Республика кунне уявлама чĕнсе каланă.