Урал сасси
+8 °С
Дождь
Новости
1 Октября , 07:00

Сызрань хулинче пурăнакансене 1 кг наркотикпа тытса чарнă

Иглин районĕнче РФ ШĔМĕн Пушкăртстанри уйрăмĕн  наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслекен ĕçченсем икĕ наркокурьера тытса чарнă. Вĕсен машининче пĕр килограмм синтетика наркотикĕ шыраса тупнă.

title
Сызрань хулинче пурăнакансене 1 кг наркотикпа тытса чарнăСызрань хулинче пурăнакансене 1 кг наркотикпа тытса чарнă
Сызрань хулинче пурăнакансене 1 кг наркотикпа тытса чарнă

Самара облаçĕнчи Сызраньре çуралса ÿснĕ, унччен судпа айăпланман икĕ çын наркотик туянса салатасшăн пулнă.

РФ ШĔМĕн Пушкăртстанри уйрăмĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, каçхине, Тикеево ялĕ патĕнче, полици ĕçченĕсем 36 çулхи арçын тытса пыракан «Хендай Крета» автомобиле чарнă. Вĕсем хăйсен автомобилĕпе темиçе сехет каялла Сызрань хулинчен Иглин районне килнĕ пулнă. Арçынсем пăлханни уççăнах палăрнă, сотрудниксен ыйтăвĕсем çине шикленерех хуравланă.

Малалла иномаркăна тĕрĕсленĕ май полицейскисем пассажир ларкăчĕ айĕнчи тĕркере килограма яхăн порошок евĕр хутăш тупнă. РФ ШĔМĕн Пушкăртстанри уйрăмĕн экспертпа криминал центрĕн специалисчĕсем пакетра 1 килограма яхăн таякан синтетика наркотикĕ пулнине пĕлтернĕ.

Айăпланакансем Тикеево ялĕнчен инçех мар вăрманти вăрттăн вырăнта наркотик тытăмлă япала тупни, ăна малашне пĕчĕк пакетсем çине пайласа  Самара облаçĕн территорийĕнчи вăрттăн вырăнсем урлă салатма ĕмĕтленни паллă пулнă.

     Полици наркотик хатĕрĕсене саккунсăр майпа сутма хăтланни пирки уголовлă ĕç пуçарнă. Уголовлă ĕç фигуранчĕсене пурне те тытса чарнă. Арçынсене 20 çул таран ирĕксĕр хăварассипе хăратаççĕ.

Автор:Надежда Родионова