Урал сасси
0 °С
Облачно
Новости
2 Октября , 13:00

Тимлĕхпе хисеплĕх уявĕ

Пелепей районĕнчи Ярмулай ялĕнчи клубра Ватӑсен кунне халалласа концерт иртрĕ. Ҫак кун аслӑ ӑрушăн тимлӗх уявӗ пулса тӑчӗ.

title
Тимлĕхпе хисеплĕх уявĕТимлĕхпе хисеплĕх уявĕ
Тимлĕхпе хисеплĕх уявĕ

Сумлă ватăсене уяв ячӗпе Ярмулай ял хутлăх администраци пуçлăхĕ Николай Миронов ӑшшӑн саламларӗ, ĕçлĕ пурнăçĕсенче Тăван çĕршыв пуласлăхĕшĕн тăрăшнăшăн, çамрăк ăрушăн тĕслĕх пулнăшăн тав турӗ.
Сцена ҫинче пултаруллӑ артистсем ватăсене асран кайми музыка саманчӗсем парнелерӗҫ. Залри çынсем чӗрене пырса тивекен пурнӑҫ, туслӑх тата юрату ҫинчен ҫырнӑ юрӑсемпе киленме пултарчӗҫ. Ташӑ композицийӗсем кӑмӑл-туйӑма çĕклерĕç. Тивĕçлĕ канури çынсем ташлакансен кашни хусканӑвне хаваспах сӑнарӗҫ, алă çупрĕç. Артистсем хатĕрленĕ кулӑшла сценка вара куракансен кӑмӑлне ҫӗклерӗ, концертӑн хаваслă саманчӗ пулса тӑчӗ.
Концерт программи ватӑсемшӗн чӑн-чӑн парне тата тимлӗхпе хисеплĕх уявĕ пулчĕ.
Ирина ВАСИЛЬЕВА, клуб ĕçченĕ.

Тимлĕхпе хисеплĕх уявĕ
Тимлĕхпе хисеплĕх уявĕ
Тимлĕхпе хисеплĕх уявĕ
Тимлĕхпе хисеплĕх уявĕ
Тимлĕхпе хисеплĕх уявĕ
Тимлĕхпе хисеплĕх уявĕ
Тимлĕхпе хисеплĕх уявĕ
Автор:Инга Алексеева