Урал сасси
0 °С
Облачно
Новости
6 Октября , 08:00

Регионта 300 пин ытла гектар кĕрхи культурăсем акнă

ПР Ял хуçалăх министерствин пресс-служби кĕрхи культурăсене акас ĕç епле пыни пирки пĕлтернĕ.

title
Регионта 300 пин ытла гектар кĕрхи культурăсем акнăРегионта 300 пин ытла гектар кĕрхи культурăсем акнă
Регионта 300 пин ытла гектар кĕрхи культурăсем акнă

Хальлĕхе Пушкăртстан аграрийĕсем кĕрхи культурăсене 301 пин гектар акнă.  Çĕр лаптăкĕсен ытларах пайне кĕрхи тулă йышăнать. Ăна 253 пин гектар çине хывнă. Ыраш валли 32 пин гектар уйăрнă. Унсăр пуçне 26 район хуçалăхĕсем 11 пин гектара яхăн кĕрхи рапс акнă.

 - 2026 çулта республикăра кĕрхи культурăсене 280 пин гектар вырса пуçтарнă. Пĕрчĕллĕ культурăсем хушшинче чи пысăк тухăç кăтартнă, гектартан – 37,5 центнер. Кĕрхи тĕш тырă культурисен пĕтĕмĕшле тухăçĕ 986 пин тоннăпа танлашнă, - уçăмлатнă ПР Ял хуçалăх министерствин пресс-службинче.  

2027 çулхи тухăç валли 370 пин гектар çĕр лаптăкĕ акма палăртнă.  

Автор:Надежда Родионова