

«Ача амăшĕ героиня» вăл – ашшĕ-амăшĕн ĕçне хакласа çирĕплетнĕ чи пысăк награда. Ăна 10 тата ытларах ача çуратса социаллă яваплă çемьере тивĕçлĕ воспитани панă хĕрарăмсене параççĕ.
Асăннă тÿлевсĕр пуçне ача амăшĕ героинясене черетсĕр тата тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ, çулталăкне пĕрре санаторинче канса сипленме тÿлевсĕр путевка уйăрса параççĕ тата ытти патшалăх пулăшу мерисемпе усă кураççĕ.
ПР Çемье, ĕç тата халăха социаллă хÿтлĕх паракан министерство пĕлтернĕ тăрăх, республикăра «Ача амăшĕ героиня» ята 13 хĕрарăм тивĕçнĕ. Çак наградăна çĕнĕрен пама тытăнсан 2022 çулта пуçласа унпа Кивĕ Балтач салинчи Альбина Хайдаршинана чысланă. Вăл –13 ача амăшĕ.
Патшалăхăн сумлă наградине тивĕçнисен хушшинче чăваш хĕрарăмĕ те пур. Вăл – Авăркас районĕнчи Юламан ялĕнче пурăнакан Вера Иванова. Вун пĕр ача амăшĕ «Ача амăшĕ героиня» ята 2024 çулта илнĕ.