+4 °С
Облачно


Машинăна тĕрĕсленĕ май полици ĕçченĕсем хир качакипе виçĕ мулкач тÿшкине асăрханă.
РФ ШĔМĕн Пушкăртстанри уйрăмĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, арçынсен хир качаки тытма ирĕк пулман. Патшалăха кÿнĕ сиен виçи 43 пин тенкĕпе танлашнă. Следстви пĕлтернĕ тăрăх, кăнтăрла арçынсем Старосултанбеково ялĕ çывăхĕнчи вăрмана кайнă, унта чĕр чунсене персе вĕлернĕ, çĕрле килĕсене илсе кайма шутланă.