-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Тĕпчев кăтартăвĕсем тăрăх, телейлĕ пулма чи нумай укçа-тенкĕ Мускавра – 230 пин тенкĕ, Владивостокра – 205 пин тенкĕ тата Дон çинчи Ростовра 200 пин тенкĕ кирлĕ. Çав вăхăтрах пилĕк уйăх хушшинче «телей» 7 процент хаклăланнă.
Раççейре çын хăйне телейлĕ туйтăр тесен уйăхри вăтам кăтарту 190 пин тенкĕпе танлашмалла. Чи пысăк укçаллă (255 пин тенкĕ) пулма ĕмĕтленекенсем ытларах уйăхра 80 пин тенкĕ ĕçлесе илекен респондентсем пулнă. Арçынсене, хĕрарăмсемпе танлаштарсан, 30-33 процент ытларах кирлĕ (пĕрремĕшсен 216 пин тенкĕ пулсан, теприсене 166 пин тенкĕ те тивĕçтерет).
Юрий СНЕГОПАД.