Пур хыпар та
Общество
20 Майӑн 2022, 16:05

Пушкăртстанра «Мăкăнь - 2022» профилактика операцийĕ пуçланать

Республикăра май уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа октябрь уйăхĕн 12-мĕшĕччен ведомствăсем хушшинчи «Мăкань - 2022» комплекслă оперативлă профилактика операци иртет. Унăн пĕрремĕш тапхăрне май уйăхĕн 23-27-мĕшĕсенче йĕркелĕç. Рейд мероприятийĕсем вăхăтĕнче наркăмаш тытăмлă культурăсене акнă е вăрман-уйсенче хăй тĕллĕн шăтса тухнă вырăнсене тупса палăртасси тата вĕсене тĕп тăвасси пулса тăрать. Çак ĕçре айăплисене явап тыттарĕç.

Пушкăртстанра «Мăкăнь - 2022» профилактика операцийĕ пуçланать
Пушкăртстанра «Мăкăнь - 2022» профилактика операцийĕ пуçланать

«Уголовлă кодексăн 231-мĕш статйипе килĕшÿллĕн наркăмаш тытăмлă ÿсен-тăран çитĕнтернĕшĕн сакăр çула ирĕксĕр хăварма пултараççĕ»,- тесе пĕлтернĕ  ПР ШĔМĕн пресс-службинче.

Наркотика халăх хушшинче сарассинчен кĕрешмелли чи тухăçлă мерăсенчен пĕри вăл общественность законлăха сыхлакан органсене наркăмăшпа çыхăннă преступлениллĕ ĕçсене тупса палăртас тата вĕсене тума чарас ĕçре пулăшасси пулса тăрать. Çавăнпа та полицейскисем хула-ялсенче пурăнакансене закона пăсса наркотик çаврăнăшĕпе усă куракансене çиеле кăларма пулăшма ыйтать. Кирек мĕнле наркотик тытăмлă культурăсене акса ÿстернине е вăрман-уйсенче хăй тĕллĕн ÿсекен наркăмашлă ÿсентăрансене курсан тата наркотик çаврăнăшĕнче закона пăсса тунă преступлениллĕ тĕслĕхсене асăрхасан полици уйрăмне 02 (102- мобиллĕ)  тата ШĔМĕн шанчăк телефонĕ çине  8 (347) 279 32 92 номерсемпе пĕлтерме тăрăшăр. Çавăн пекех çывăхри полици уйрăмне хыпар çитерме пултаратăр.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас