Общество
20 Мая 2022, 04:40

Зианчура районĕнчи ĕнерхи пионерсем марша тухнă

Зианчура районĕнчи Ибраево ялĕнче пурăнакансем Пионерсен кунĕнче ялăн тĕп урамĕ тăрăх савăнăçлă маршпа  тата пионер юррисене юрласа иртнĕ.

Зианчура районĕнчи ĕнерхи пионерсем марша тухнăЗианчура районĕнчи ĕнерхи пионерсем марша тухнă
Зианчура районĕнчи ĕнерхи пионерсем марша тухнă

Марша хутшăнакансем çак мероприятие тĕплĕн хатĕрленни палăрать. Видео çинче кашни çыннăн аллинче совет самани вăхăтĕнчи пионер аксессуарĕсене – хĕрлĕ галстук тата ялавсем -  курма пулать. Колонна пуçламăшĕнче горн калаканпа тата параппан çапакан пыраççĕ. Вĕсем хăйсен тивĕçне яваплă та чĕрене пырса тивмелле пурнăçлаççĕ. Çакна курсан чылайăшсемшĕн иртнĕ саманари ачалăх кунĕсем куç умне тухса тăраççĕ, пуçра çав вăхăтсене каялла тавăрас шухăш та çуралать.

Марша хутшăннă «пионерсем» «Ленин бабай кузлере» («Ленин тете куçĕсем") пушкăртла тата «Взвейтесь, кострами!» вырăсла  юрăсене юрланă.

Видео сюжета Гульсия Абдульмеева ÿкернĕ. Сăмах май, вăл вирус евĕр республикăри мессенджерсенче (тен, унта кăна та мар-тăр) хăвăрт та анлă сарăлчĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас