Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
22 Октябрӗн 2022, 14:05

Эрне кун руль умне ÿсĕрле ларнă 43 водителе тытса чарнă

Иртнĕ талăкра Пушкăртстанри çул-йĕр полицийĕ руль умне ĕçнĕ пуçпа ларнă 43 водителе тытса чарнă. Ытти çулсенче çак кăтарту 90 çынна (чи нумаййи) çитни те пулкаланă.

Эрне кун руль умне ÿсĕрле ларнă 43 водителе тытса чарнă
Эрне кун руль умне ÿсĕрле ларнă 43 водителе тытса чарнă

ПР Çул-йĕр хăрушсăрлăх патшалăх инспекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх, пурĕ çак талăкра çул-йĕр правилисене пăснă 1,8 пин тĕслĕхе шута илнĕ. Вĕсенчен саккăрăшĕ водитель удостоверенийĕсĕр руль умне ларнă, 336-шĕ хăрушсăрлăх пиçиххипе çыхăнман, 33 водитель ачасене ятарлă креслосăр илсе çÿренĕ, правилăпа хирĕç килекен çул çине тухма юраман вырăнсенче 22 закона пăснă пулăма тупса палăртнă.

Канмалли кунсенче ятарлă рейдсем йĕркелесси малашне те пурнăçа кĕрсе пырĕç тесе пĕлтернĕ управленинче.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: