Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
22 Октябрӗн 2022, 15:55

Çтерлĕри полицейскисем 10 наркокурьера ярса тытнă

Вĕсенчен 1,5 килограмм наркăмăш туртса илнĕ.

Çтерлĕри полицейскисем 10 наркокурьера ярса тытнă
Çтерлĕри полицейскисем 10 наркокурьера ярса тытнă

Çак кунсенче Çтерлĕри полицейскисен тăрăшуллăхне тата вичкĕнлĕхне пула наркокурьерсемпе закладчиксенчен тăракан пысăк ушкăна тытса чарнă тесе пĕлтернĕ Пушкăртстанри Шалти  ĕçсен министерствинче. Унăн йышне 17 çултан пуçласа 35 çула çитичченхи çамрăксем кĕнĕ. Вĕсем Ĕпхÿ, Çтерлĕ хулисенче тата Белорецк районĕнче пурăннă.

Закона пăсса пысăк виçепе наркотик хатĕрĕсем сутнăшăн уголовлă ĕç пуçарнă. Çак ушкăна кĕрекен çынсен шучĕ ытларах та пулма пултарать тесе шутлаççĕ пакунлă çынсем. Çавăнпа та оперативлă ĕçсем малалла тăсăлаççĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Çтерлĕри полицейскисем 10 наркокурьера ярса тытнă
Çтерлĕри полицейскисем 10 наркокурьера ярса тытнă
Çтерлĕри полицейскисем 10 наркокурьера ярса тытнă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: