Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
30 Октябрӗн 2022, 16:20

«Çамрăксемшĕн Журналистсен союзĕ модăна кĕнĕ»

 - Журналистсен союзĕ чи пысăк кăна мар, çĕршыври чи хастар пултарулăх организайийĕсенчен пĕри пулса тăчĕ. Çакă манăн сăмахсем çеç мар, чылайăшсем çапла калаççĕ. Юлашки пилĕк çул хушшинче союза 6800 çĕнĕ пайташа йышăннă. Лайăх кăтарту, çулталăкра пин ытла çын. Союза манăн ĕçтешсем - телевиденире, радиора, интернетри массăлла информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем – кĕреççĕ. Союз çамрăксене илĕртет, унта пуласси модăна кĕчĕ, çакă питĕ лайах пулăм ,-  тенĕ Раççейри Журналистсен союзĕн предесдателĕ Владимир Соловьев.

«Çамрăксемшĕн Журналистсен союзĕ модăна кĕнĕ»
«Çамрăксемшĕн Журналистсен союзĕ модăна кĕнĕ»

Аса илтеретпĕр, ĕнер, октябрь уйăхĕн 29-мĕшĕнче, Мускавра Раççейри Журналистсен союзĕ XIII отчетпа суйлав съезчĕ иртнĕ. Унта делегатсем Владимир Соловьева тĕпĕр хут пуçлăх пулма суйланă.

- Хисеплĕ Владимир Геннадьевича хамран тата Пушкăртстанри журналистсен ятĕнчен ăна Раççей Журналистсен союзĕн председательне суйланă ятпа саламлатăп. Ăна тата унăн командине çирĕп сывлăх, ĕçре çитĕнÿсем, хавхалану, таса та тÿлек тÿпе сунатăп. Çак çулсенче пирĕн йыш та чылай  ÿсрĕ, паянхи кун пирĕн республикăри организацинче 1700 çын. Съездра пирĕн делегаци йышлисенчен пĕри пулчĕ, - палăртнă Пушкăртстанри Журналистсен союзĕн председателĕ Вадут Искаков.

Съезд мĕнле иртни çинчен хăйĕн шухăшĕсене БСТ телеканалăн информаци программисен тĕп специалисчĕ Гульдария Юсупова тележурналист пĕлтернĕ:

- Съезд ĕçлĕ тата кăмăллă лару-тăрура иртрĕ. Малашнехи пилĕк çул валли кирлĕ тата пĕлтерĕшлĕ йышăнусем турĕ. Умри тĕллевсенчен пĕри вăл обществăра журналист профессин ят-сумне ÿстересси пулса тăрать. Ыйтăва çапла лартни хавхалантарчĕ çеç мар, Раççейри Журналистсен союзĕн предселаделĕ пулма суйланă Владимир Соловьев команди юлашки пилĕк çулта журналистсене социаллă тата профессии енчен хÿтĕлес тесе тунă пĕлтерешлĕ утăмсене аса илтерчĕ. Союзăн сайтĕнче яланах регионти çĕнĕ хыпарсене вырнаçтараççĕ. Çакă та Раççей регионĕсенчи мĕнпур ĕçтешсене пысăк пĕрлĕхĕн пĕр пайĕ пулса тăнине туйма май парать. Юлашки çулсенче Мускавра иртекен тĕлпулусенче  официаллă ларусем йĕркеленипе çеç çырлахмаççĕ, ĕçтешсемпе формаллă мар хутшăнусем ирттереççĕ. Çакă савăнтарать. Сăмахран, съезд умĕн делегатсен пĕр ушкăнĕ (унта тележурналистсем кĕнĕ) «Мускав-24» телеканалта пулнă, унти ĕç условийĕсемпе паллашнă.

Юрий СНЕГОПАД.

«Çамрăксемшĕн Журналистсен союзĕ модăна кĕнĕ»
«Çамрăксемшĕн Журналистсен союзĕ модăна кĕнĕ»
«Çамрăксемшĕн Журналистсен союзĕ модăна кĕнĕ»
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: