Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
5 Ноябрӗн 2022, 15:05

Çитес эрнере республикăра кĕрхи призыв пуçланмалла

Кăçалхи кĕркунне Пушкăртстанран 4 пин çамрăка çара чĕнсе илĕç. Паянхи кун тĕлне камсен хĕсметре тăмалли вăхăчĕсем иртнĕ, вĕсем çав салтаксене улăштарĕç тесе ăнлатрарса панă Пушкăртстан Республикин çар комиссарĕ Михаил Блажевич полковник.

Çитес эрнере республикăра кĕрхи призыв пуçланмалла
Çитес эрнере республикăра кĕрхи призыв пуçланмалла

Призывниксем Раççей Федерацийĕн Хĕçпăшаллă вăйĕсен мĕнпур çар тĕсĕсене лекĕç. Унсăр пуçне федераллă ĕç тăвакан власть органĕсен çар чаçĕсене те.

Пуçласа призывниксене 2022 çулхи ноябрь уйăхĕн 10-мĕшĕнче Пушкăртстанри Пухăну (Сборный) пунктĕнчен ăсатма палăртаççĕ. Кашни призывника кирлĕ япаласемпе тивĕçтереççĕ.

Кĕрхи призыв пирки ыйтусем çуралсан призывниксемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем çак телефонсемпе шăнкăравлама пултараççĕ:

- 8 (347) 228-02-92 – Пушкăртстан Республикинчи çар комиссариатĕнчи обществăлла приемнăй (ĕç кунĕсенче -  9.00 сехетрен пуçласа 19.00 сехетчен, канмалли кунсенче – 10.00 сехетрен пуçласа 18.00 сехетчен) ;

-  8(347) 253-13-48 -  Пушкăртстан Республикинчи çар комиссариатĕнчи граждансене çар службине призыва кайма хатĕрлекен тата илекен пай;

122, хушма номер 1-  Пушкăртстан Республикинчи Лару-тăру (Ситуационный) центрĕ ( кашни кун – 8.00 сехетрен пуçласа 20.00 сехетчен).

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: