Урал сасси
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
21 Ноябрӗн 2022, 11:05

Тирпей-илем кĕртме пĕр миллиард çурă тенкĕ тăкаклана

Пушкăртстанра кăçал хуласемпе ялсене тирпей-илем кĕртме «Хăтлă хула хутлăхĕ йĕркелесси» программăпа çеç пĕр миллиард çура яхăн тенкĕ нухрат тăкакланă. Вĕсенчен 90 процентне федераллă конкурса хутшăнса çĕнсе илнĕ.

Тирпей-илем кĕртме пĕр миллиард çурă тенкĕ тăкаклана
Тирпей-илем кĕртме пĕр миллиард çурă тенкĕ тăкаклана

Палăртнă ĕçсене регионти 21 хулапа 49 ял-салара 126 объектра туса ирттернĕ. ПР пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Голованова каланă тăрăх, çулталăк вĕçлениччен 45 паркпа сквера, 17 юхан шыв тата пĕве-кулĕ хĕррисене, 7 лапама, 15 çуран çÿремелли вырăнпа аллейăна, 4 фонтана, 17 вылямалли тата 34 спорт лапамне, 12 скейт-лапама, 5 автохулана çĕнетсе тирпей-илем кĕртĕç.

Юрий СНЕГОПАД.

#Башкортостан#уралсасси#нацпроекты#жильегородскаясреда

Тирпей-илем кĕртме пĕр миллиард çурă тенкĕ тăкаклана
Тирпей-илем кĕртме пĕр миллиард çурă тенкĕ тăкаклана
Тирпей-илем кĕртме пĕр миллиард çурă тенкĕ тăкаклана
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: