Урал сасси
+23 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
7 Декабрӗн 2022, 09:27

ПР Патшалăх Пухăвĕ Конституци канашĕн йышне çирĕплетнĕ

Пушкăртстан Республикин парламенчĕ республикăри Конституци канашĕн йышĕнче миçе çын пулмалли çинчен калакан йышăнăва çирĕплетнĕ. Çакăн çинчен калакан постановленине ĕнер, декабрь уйăхĕн 6-мĕшĕнче, регионти право информацин официаллă интернет-порталĕнче пичетлесе кăларнă.

ПР Патшалăх Пухăвĕ Конституци канашĕн йышне çирĕплетнĕ
ПР Патшалăх Пухăвĕ Конституци канашĕн йышне çирĕплетнĕ

«ПР Конституци канашĕн йышне 5 çынран çирĕплетмелле», - тенĕ документра.

 Йышăну ăна алă пусса çирĕплетнĕ кунран вăя кĕрет.

Конституци канашĕн пуçлăхĕ те пулмалла. Çак должноçа Хайдар Валеев йышăнмалла, хальлĕхе унăн кандидатури çинче (ăна республика пуçлăхĕ сĕннĕ) чарăннă. Хайдар Арслановича эпир, вулакансем, ытларах вăл 2019 çулччен республикăри Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ пулнипе пĕлетпĕр.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: