Урал сасси
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
28 Декабрӗн 2022, 12:30

Совет саманинчи ачалăх музейĕ

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров хăйĕн социаллă сечĕсенче Бурай районĕнчи Бураево ялĕнче совет саманинчи ачалăх музейĕ уçăлни пирки пĕлтернĕ.

Совет саманинчи ачалăх музейĕ
Совет саманинчи ачалăх музейĕ

Республика ертÿçин сăмахĕсем тăрăх, ăна вырăнти предпринимательсем  Артурпа Раиса Калимуллинсем уçнă. Хăйсен лавккинче вĕсем вырăн уйăрнă та музей йĕркеленĕ. Унта тÿлевсĕр кĕрсе курма пулать. Унăн хуçи хăй экскурсисем ирттерет.

- Экспонатсене пĕтĕм Раççейĕпе Калининградран пуçласа Владивосток таран пуçтарнă. Кунта пуканесен, тата савăт-сапан, сĕтел-пуканăн, теттесен коллекцийĕсем, пурĕ 600 единицăран та ытла. Бураево тата кÿршĕри ялсенчен пухнă интереслĕ япаласем те пур, - тесе çырнă республика пуçлăхĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: