Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
10 Кӑрлач 2023, 14:45

Радий Хабиров Кăшарнире шыва кĕмелли вырăнсем йĕркелеме хушнă

Паян Пушкăртстан Пуçлăхĕ правительствăн кăçалхи пĕрремĕш канашлăвĕнче муниципалитетсен пуçлăхĕсене Кăшарни уявĕ тĕлне çынсене шыва кĕмелли вырăнсем туса пама хушнă.

Радий Хабиров Кăшарнире шыва кĕмелли вырăнсем йĕркелеме хушнă
Радий Хабиров Кăшарнире шыва кĕмелли вырăнсем йĕркелеме хушнă

- Хисеплĕ пуçлăхсем эпĕ сире пĕр самант пирки асăрхаттарасшăн, çывăх вăхăтра эпир тепĕр тĕн уявне паллă тăватпăр. Вăл çынсемшĕн пĕлтерешлĕ Кăшарни, яланхи пекех январь уйăхĕн 19-мĕшĕпе тÿр килет. Çак кун шыва кĕресси йалана кĕнĕ. Çавăнпа та муниципалитет пуçлăхĕсенчен çак ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрма ыйтасшăн, кашни муниципалитетрах пĕрер шыва кĕмелли вырăн йĕркелеме хушатăп. Вăл мĕнпур хăрушсăрлăх нормисене тивĕçтертĕр, тĕн йăли-йĕркине пурнăçлама условисем пулччĕр. Çакна асра тытма ыйтатăп, - тенĕ Радий Хабиров.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: