Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
12 Кӑрлач 2023, 12:19

Муртаза Рахимова Ĕпхÿри мусульман масарĕ çинче пытарĕç

Ĕнер каçхине Пушкăртстанăн пĕрремĕш президенчĕ вилни паллă пулчĕ.

Муртаза Рахимова Ĕпхÿри мусульман масарĕ çинче пытарĕç
Муртаза Рахимова Ĕпхÿри мусульман масарĕ çинче пытарĕç

- Январь уйăхĕн 11-мĕшĕнче каçхине Муртаза Губайдуллович Рахимовăн чĕри тапма чарăнчĕ. Пушкăрт халăхĕн чаплă çынни хăйĕн пурнăçне республика тата Раççей  аталанăвне халалланă,- тенĕ Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕ Радий Хабиров.

Республикăра паян Пушкăртстанăн пĕрремеш президентне юлашки çула ăсатассипе патшалăх комиссийĕ йĕркеленĕ. Муртаза Рахимова ыран, январĕн 13-мĕшĕнче, Ĕпхÿри мусульман масарĕ çинче пытарĕç. Унпа сывпуллашма кăмăл пуррисем 9.00 сехетрен пуçласа 12.00 сехетчен «Башкортостан» патшалăх концерт залне çитме пултараççĕ. Сывпуллашу шăпах çак вăхăтра иртет. Ун хыççăн хурлăхлă митинг йĕркелеççĕ.

Хурлăхлă мероприяти вăхăтĕнче обществăлла йĕркене ПР Шалти ĕçсен министерствин ĕçченĕсем сăнаса тăрĕç. Сывпуллашу церемонине БСТ канал, «Башкортостан 24» тата «Вся Уфа» урлă кăтартĕç.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: