Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
16 Кӑрлач 2023, 15:30

Ĕпхÿре Муртаза Рахимовăн палăкне лартĕç

Ĕпхÿре Пушкăртстанăн пĕрремĕш президенчĕн Муртаза Рахимовăн палăкне лартма палăртаççĕ. Унăн авторĕ Салават Щербаков скульптор пулмалла. Вăл Шаймуратов генерал  палăкне те туса хатĕрленĕ. Çакăн çинчен паян республикăри управлени центрĕнче иртнĕ правительствăн оперативлă канашлăвĕнче Радий Хабиров пĕлтернĕ.

Ĕпхÿре Муртаза Рахимовăн палăкне лартĕç
Ĕпхÿре Муртаза Рахимовăн палăкне лартĕç

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Ĕпхÿ мэрне Ратмир Мавлиева виçĕ кун хушшинче çак ыйтупа сĕнÿ пама хушнă.

- Салават Александровичран  (Щербаков пирки сăмах пырать - редакци) вăл хăйĕн куçĕпе Муртаза Губайдуллович палăкне мĕнле курнине ыйтса пĕлмелле. Палăк лартасси пирки вара ыйтăва татса панă, йышăну тунă, - тенĕ регион ертÿçи.

Пирĕн редакци Муртаза Рахимовăн чĕри январь уйăхĕн 11-мĕшĕнче  тапма чарăнни çинчен пĕлтернĕччĕ. Ăна Ĕпхÿ хулин мусульман масарĕ çинче пытарнă. Пушкăртстанăн пĕрремĕш президенчĕпе сывпуллашма 30 пин ытла çын пухăннă. Хурлăхлă церемоние Раççей президенчĕ Владимир Путин та хутшăннă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: