Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
26 Кӑрлач 2023, 09:10

Пушкăртстан пурнăç пахалăхĕн рейтингĕпе Раççейре - 25-мĕш, Атăлçи федераллă округра 7-мĕш вырăнта тăрать

Рейтинг пĕтĕмлетĕвĕсене республика правительствин вице-премьерĕ- финанс министрĕ Лира Игтисамова правительствăн канашлăвĕнче пĕлтернĕ. Унта регионти влаçсем пурнăç пахалăхне ÿстерессипе мĕнле ĕçсем туса ирттернине сÿтсе явнă.  

Пушкăртстан пурнăç пахалăхĕн рейтингĕпе Раççейре - 25-мĕш, Атăлçи федераллă округра 7-мĕш вырăнта тăрать
Пушкăртстан пурнăç пахалăхĕн рейтингĕпе Раççейре - 25-мĕш, Атăлçи федераллă округра 7-мĕш вырăнта тăрать

«Республика Раççейри 85 регион хушшинче 25-мĕш вырăн, Атăлçи федераллă округра 14 субъект хушшшинче 7-мĕш вырăн йышăнать. АСИн (стратегиллĕ пуçарусен агентстви) регионти дашборт кăтартăвесем тăрăх, 2021 çулта Пушкăртстан Раççейре  - 40-мĕш, округра 9-мĕш вырăнта пулнă. Республикăн позицийĕ 12 интеграллă кăтартупа лайăх енне улшăннă»,-  паллаштарнă вице-премьер.

2022 çулта Пушкăртстан 17 кăтартупа малти вунă регион шутне кĕнĕ. 2021 çулта 13 пулнă. Çавăн пекех 36 кăтартупа малти 30 субъект шутне лекнĕ. Пилĕк кăтартупа списокра чи юлашкисен шутĕнче. Лира Игтисамова кăтартусене тĕплĕн анализ тума хушнă, çитменлĕхсен сăлтавĕсене тупса палăртма ыйтнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: