Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
29 Кӑрлач 2023, 16:50

Раççей Федерацинче февраль уйăхĕнчен çĕнĕ законсем вăя кĕрĕç

Раççейре февральтен çĕнĕ законсем вăя кĕреççĕ. Çакăн çинче РФ Патшалăх Думин сайтĕнче пĕлтернĕ.

Раççей Федерацинче февраль уйăхĕнчен çĕнĕ законсем вăя кĕрĕç
Раççей Федерацинче февраль уйăхĕнчен çĕнĕ законсем вăя кĕрĕç

Çапла вара, февраль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ача амăшĕн капиталне 11,9 процент идексацилеççĕ, вăл малашне пĕрремĕш ачашăн 587 пин тенкĕпе тата иккĕмĕшшĕн 775,6 пин тенкĕпе танлашĕ. Çак укçа-тенке вĕреннĕ, пурăнмалли çурт-йĕр условисене лайăхлатнă чухне (çав шутра ипотека та кĕрет) тăкаклама, амăшĕн пенсин перекет пайне (накопительный) йĕркелеме, инвалид ачасен обществине социаллă адаптаци тата интеграци тума, 3 çула çитмен ачасене уйăхсерен тÿлевпе тивĕçтерме яма юрать.

Унсăр пуçне февралĕн 1-мĕшĕнче социаллă тÿлевсен виçисем ÿсĕç. Çавăн пекех февральтен Раççейри энергоресурссен хакĕн чи пысăк шайĕн ответлă мерисем (ку вăл анăçри çĕршывсене нефть-газ сутнă чухне пурнăçланĕ) ĕçле пуçлĕç. Интернетра закона пăснăшăн явап тыттарса айăпласси вăя кĕрĕ. Çавăн пекех патшалăх хăрушсăрлăхĕ, сунар сферине тĕрĕслесси (февралĕн 3-мĕшĕнче вăя кĕрет), пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси (февралĕн 4-мĕшĕ) çинчен калакан законсем ĕçле пуçлĕç. Тепĕр закон ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисене вĕсем аслă шкула вĕренме кĕнĕ чухне пырса тивет. Сăмах кунта çăмăллăхсем пирки пырать. Çак закон февралĕн 20-мĕшĕнчен вăя кĕрет.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: