Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
4 Нарӑсӑн 2023, 13:40

Ленара Иванова ачасен шанăç телефонĕ ĕçлени çинчен аса илтернĕ

Пушкăртстанри Çемье, ĕç тата халăха социаллă хÿтĕлев паракан министерствăн ертÿçи Ленара Иванова социаллă сетьре хăйĕн çырăвне вырнаçтарнă. Унта вăл ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсене чĕнсе каланă.

Ленара Иванова ачасен шанăç телефонĕ ĕçлени çинчен аса илтернĕ
Ленара Иванова ачасен шанăç телефонĕ ĕçлени çинчен аса илтернĕ

«Енчен те эсир йывăр лару-тăрăва лекрĕр пулсан, çемьери хутшăнусем вăхăтĕнче сиксе тухнă ыйтусене татса параймасан, е тата хăвăрпа пĕр ÿсĕмрисемпе пĕр чĕлхе тупаймасан, вăйпа, сексуалллă майпа тата психлологи енчен пусахланине туятăр пулсан пулни-иртнине хăвăр пуçăрпа чĕрĕрте шалта тытса ан тăрăр. Ун пек чухне   8-800-2000-122  шанăç телефонĕпе шанкăравлăр. Сире кирек мĕнле ыйтупа та пысăк квалификациллĕ специалистсем усăллă консультаци парĕç: вăл е ку лару-тăрура мĕн тумаллине ăнлантарĕç, психологи енче илнĕ кăткăслăха (напряжение) çемçетĕç», - тесе çырнă министр.

Ленара Иванова ачасен шанăç телефонĕнче ĕçлекен специалистсем пурне те тÿлевсĕр пулăшма хатĕр пулнине палăртнă. Хăйсен нушисемпе çивĕч ыйтăвĕсем çинчен шăнкăрав урлă ачасемпе çамрăксем çеç мар, аслисем те каласа пама пултараççĕ.

Шăнкăрава мобильлĕ телефон урлă та, стационарлипе те тума пулать.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: