Пур хыпар та
Общество
14 Нарӑсӑн 2023, 16:55

Пушкăртстанра Муртаза Рахимова асра тытса мĕнле ĕçсем тăвасси паллă

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров паллă политика тата общество ĕçченне, республикăн пĕрремĕш президентне Муртаза Рахимова халăх асĕнче хăварас тĕллевпе ятарлă указ алă пусса çирĕплетнĕ.

Пушкăртстанра Муртаза Рахимова асра тытса мĕнле ĕçсем тăвасси паллă
Пушкăртстанра Муртаза Рахимова асра тытса мĕнле ĕçсем тăвасси паллă

Унăн ячĕпе малашне республикăри 3№ пушкăрт гимназийĕ тата Мраково салинчи (Кугарчă район центрĕ) пушкăрт гимназийĕ хисепленсе тăрĕç.

Унсăр пуçне республика правительстви регионти пĕр вĕрентÿ учрежденине Муртаза Рахимов ятне парассипе сĕнÿ тăратмалла, Ĕпхÿ хула администацийĕн тĕп хулари урамсенчен пĕрне унăн ятне памалла.

Ĕпхÿре çавăн пекех Пушкăртстанăн пĕрремĕш президенчĕн палăкĕ пулмалла тата вăл пурăннă çурт çинче асăну хăми уçмалла. Муртаза Рахимовăн тăван ялĕнче, Кугарчă районĕнчи Тавакановăра, музей йĕркелĕç.

Республикăри наци музейĕнче Пушкăртстанăн пĕрремĕш президенчĕн ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă фонд материалĕсене пухма пуçлĕç, вăл 90 çул тултарнă тĕле (2024 çулта) ун çинчен биографиллĕ энциклопеди пичетлесе кăларĕç.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: