Урал сасси
+23 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
18 Нарӑсӑн 2023, 17:00

Çар çапăçăвĕсене хутшăннисен тăлăх арăмĕсене социаллă пулăшу парĕç

Раççей президенчĕ Владимир Путин çар çапăçăвĕсене хутшăнса пуçĕсене хунă салтак-офицерсен çĕршыври тăлăх арăмĕсене социаллă пулăшу парасси çинчен калакан указа алă пуснă.

Çар çапăçăвĕсене хутшăннисен тăлăх арăмĕсене социаллă пулăшу парĕç
Çар çапăçăвĕсене хутшăннисен тăлăх арăмĕсене социаллă пулăшу парĕç

Çак официаллă документпа килĕшÿллĕн, малашне çар тивĕçне пурнăçланă чухне пуçĕсене хунă çынсен арăмĕсене, çемье йышне шута илмесĕр, уйăхсерен тÿлекен пособипе, санаторине каймалли путевкăсемпе тата ытти социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерĕç. Унчен çак çăмăллăхсемпе çул çитмен ачасене çитĕнтерекен е пĕччен пурăнакан граждансем çеç усă курма пултарнă.

Асăнна законпа килĕшÿллĕн арçын çарта вилнĕ хыççăн, унăн арăмĕ качча тухсан, хĕрарăм çак çăмăллăхпа усă курма пултараймасть.

Республикăра ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисен реестрне хатĕрленĕ, вĕсене 30 мелпе пулăшу параççĕ. Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров мобилизацие хутшăнакансен çывăх çыннисене тивĕçлĕ социаллă хÿтĕлев пама шантарнă, регионăн çакан валли пур майсем те пуррине пĕлтернĕ.

,

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: