Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
22 Нарӑсӑн 2023, 11:25

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров Владимир Путин Федераллă Пухăва янă çырăва хак панă

Раççей президенчĕ ĕнер, февраль уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Федераллă Пухура тухса калаçнă уçă çырури тĕп тезиссенчен çаксене асăнса хăвармалла: ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пулăшасси, экономикăна аталантарасси, тĕнчен геополитика картти çинче Раççейĕн уйрăм пĕлтерĕшĕ.

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров Владимир Путин Федераллă Пухăва янă çырăва хак панă
Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров Владимир Путин Федераллă Пухăва янă çырăва хак панă

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров каланă тăрăх, Владимир Путинăн уçă çырăвĕ Раççейшĕн те, пĕтĕм тĕнчешĕн те пĕлтерĕшлĕ. Сăмахран, Донбаса тата Раççейри çĕнĕ субъектсене пулăшасси тĕп тĕллев пулса тăни çинчен тепĕр хут асăрхаттарчĕ.

«Çар çыннисене, ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшмалли мерăсем çинчен калаçу пычĕ. Президент çар çыннисен çемйисене, çав шутра вилнисенне те, пулăшу паракан патшалăх фондне йĕркелеме йышăну тунă. Фондăн регионти уйрăмĕсем çулталăк вĕçлениччен Раççейĕн мĕнпур кĕтесĕсенче те йĕркеленĕç. Чи кирлĕ норма вăл çар çыннисем валли отпусксем йĕркелесси. Эпир çак ыйтăва вăрçă хирĕнче пулнă салтаксемпе пĕрре мар хускатнă. Пирĕн ачасем ывăнаççĕ, тĕрлĕ хумхануллă (стресс) лару-тарăва лекеççĕ. Çакна чăтса ирттерме питĕ те йывăр. Президент çар операцине хутшăнакансене çур çулта пĕрре отпускпа (14 куна, çул çинчи вăхăта шута илмесĕр) тивĕçтерме хушу пачĕ», - тенĕ Радий Хабиров Кремльте.

Экономикăна аталантарассипе те Раççей президенчĕ пысăк тĕллевсем лартнă, çакă регионсен ертÿçисене çаврăнăçуллăрах та правуртарах пулма, кирек мĕнле ĕçе те пĕлсе йĕркелеме хистет.

«Пирĕн «шăтарса тухса» палăрмалла малалла утмалла. Статистика, апокалипсла прогнозсем тунине пăхмасăр, çĕршывра промышленность таварĕсем туса кăларасси 2 процент çеç чакнине кăтартса парать. Енчен те пирĕн республикăна илес пулсан эпир 2022 çула плюспа (виçĕ процент) вĕçлерĕмĕр. Малалла та аталанăпăр», - палăртнă Радий Хабиров.

Республика ертÿçи президент Стратегиллĕ тапăнмалли çар хатĕрĕсем çинчен калакан килĕшĕве (СВН-3, ăна АПШпа Раççей 2010 çулта алă пусса çирĕплетнĕ) чарса лартни хăйне евĕр норма пулнине, вăл пурне те пырса тивнине палăртнă. Радий Хабиров çак ыйтусене пăхса тухнă чухне пăнчă лартма вахăт çитнине пĕлтернĕ.

«Енчен те пире кашнинчех хурлама, чыссăрлантарма хăтланаççĕ пулсан, пирĕн çĕршывăн та хăйĕн хăрушсăрлăхĕ пирки шухăшлама вăхăт çитрĕ-тĕр. Тепĕр хут калатăп, эпĕ уçă çырупа паллаштаракан церемонинче пĕрремĕш хут мар, паян вара пачах урăхла хăйне евĕр кăмăл-туйăм. Эпир – пĕр пысăк çĕршыв, пĕр халăх. Паллах, эпир çĕнтеретпĕр», - пĕтĕмлетнĕ Радий Хабиров.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: