Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
6 Мартӑн 2023, 14:45

Пушкăртстанри хĕрарăмсем пирки цифра чĕлхипе

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн Пушкăртстанри статистика ĕçченĕсем республикăри хĕрарăмсемпе çыхăннă цифрăсемпе паллаштарнă. Вĕсене хак панă май Пушкăртстан хĕрарăмĕсем мĕнле вĕсем тата пурнăç шăпи мĕнлерех пулнине хак пама пулать.

Пушкăртстанри хĕрарăмсем пирки цифра чĕлхипе
Пушкăртстанри хĕрарăмсем пирки цифра чĕлхипе

2020 çулхи çырав кăтартăвесем тăрăх 2022 çул пуçламăшĕ тĕлне республикăра 2,2 млн хĕрарăм (мĕнпур халăхăн 52,7 %) пурăннă. Вăтамран пĕр пин хĕрарăм пуçне 897 арçын пулать, çынсен ÿсĕмне илсен çак шайлашу тĕрлĕрен. Арçын ачасем хĕрачасемпе танлаштарсан ытларах çуралаççĕ (105-106 арçын ачана 100 хĕрача). Ĕçлеме пултаракан çынсен хушшинчи аслă ушкăнра хĕрарăмсем арçынсенчен нумайрах – мĕн чухле аслăрах, çавăн чухлĕ нумайрах. Ĕçе юрăхлă аслă ÿсĕмри çынсене  (арçынсем 62 çулта пуçласа аслăраххисем, хĕрарăмсем 57 çултан аслăраххисем) илсен пĕр пин хĕрарăма 446 арçын лекет. Статистика ĕçченĕсем хĕрарăмсен вăтам ĕмĕр тăрăшшĕ 74,2 çул пулмалла теççĕ.

Хĕрарăмсем республикăри ĕç ресурсĕн çуррипе танлашаççĕ, экономикăна аталантарас ĕçе 47 % хĕрарăм хутшăнать. Ĕçлекен хĕрарăмсен вăтам ĕç ÿсĕмĕ 41 çулпа танлашать. 2022 çулта 30 çула çитиччен ĕçлекен хĕрарăмсен пайĕ - 16,7 %, 55 çултан иртнисем 13,8 % пулнă.

Çут тĕнчен илемлĕ те çепĕç пайĕ экономикăн мĕнпур сферинче вăй хурать. Çав вăхăтрах сывлăх сыхлав тата социаллă пулăшу паракан учрежденисенче (çак тытăмра ĕçлекенсенчен 83,9 %), вĕрентÿ сферинче (83,8 %), суту-илÿре, хăна çурчĕсемпе обществăлла апатлану предприятийĕсенче (66,0 %) вĕсен йышĕ самай нумай.

Ĕçлекен хĕрарăмсен, арçынсемпе танлаштарсан, пĕлÿ шайĕ çÿлĕрех. Аслă пĕлÿллĕ хĕрарăмсем 36,2 % пулсан, арçынсен çак кăтарту 23,4 % çеç. Вăтам професси пĕлĕвне илнисен шутне тишкерсен лару-тăру урăхларах: хĕрарăмсем -51%, арçынсем -59, 3 %.

Студентсен йышне пăхсан та çурри хĕрсем шутланаççĕ. Аслă шкулсенче 50 % хĕрсем пĕлÿ илеççĕ пулсан, вăтам професси паракан учрежденисенче вĕсем - 49 %. Ытларах хĕр-студентсене сывлăх сыхлав, экономикăпа управлени, вĕрентÿ, культурăпа искусство сферисенчи профессисене алла илекен ушкăнсенче курма пулать.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: