Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
12 Майӑн 2023, 12:55

Пушкăртстан Конституцине улшăнусем кĕртĕç

Пушкăртстан Республикин Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутачĕсем çывăх вăхăтра республика Конституцине улшăнусем кĕртес ыйтăва пăхса тухĕç. Закон проектне регион ертÿçи Радий Хабиров сĕннĕ. Ăна парламентăн пленарлă ларăвĕнче май уйăхĕн вĕçĕнче пĕрремĕш вулавра йышăнма палăртаççĕ тесе пĕлтернĕ ПР Патшалăх Пухăвĕн пресс-служби.

Пушкăртстан Конституцине улшăнусем кĕртĕç
Пушкăртстан Конституцине улшăнусем кĕртĕç

Пушкăртстанăн тĕп законне патшалăх влаç органĕн полномочийĕсемпе структурин çĕнĕ положенийĕсем хутшăнĕç. Сăмахран, конституци шайĕнче Патшалăх Пухăвĕн тытăмне, парламент председательне тата унăн çумĕсене суйламалли йĕркене, Президиум тата  яланхи комиссисемпе комитетсене йĕркелессине çирĕплетĕç.

- Пушкăртстан парламенчĕн полномочине регионти законсем мĕнле пурнăçа кĕнине тĕрĕслесси, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашасси кĕрĕ. Унсăр пуçне Курултай республика правительствин премьер министрне тата унăн çумĕсене шаннипе шанманнине çинчен калакан ыйтусене татса парĕ, - тенĕ ПР Патшалăх Пухăвĕн ертÿçи Константин Толкачев.

Закон проекчĕпе килĕшÿллĕн Пушкăртстан Пуçлăхĕ регионти ĕç тăвакан органсемпе республикăри ытти патшалăх влаç органĕсен ĕçне йĕркелет, вĕсен хутшăнăвĕсене Раççей Федерацинчи пĕрлĕхлĕ уçă влаç системипе çыхăнтарать.

Республика пуçлăхĕ муниципаллă пĕрлĕх пуçлăхне, вырăнти администраци пуçлăхне асăрхаттарма, выговор пама пултарать тата унăн ăна ĕçрен кăларма ирĕк пур. Çавăн пекех республика Пуçлăхĕ федераллă законсемпе усă курса муниципаллă пĕрлĕхĕн представительлĕ органне муниципалитет пуçлăхне отставкăна яма ыйтса сĕнÿпе тухма пултарать.

Унсăр пуçне улшăннă Конституципе килĕшÿллĕн парламентăн çамрăксен обществăлла палаттин полномочийĕсем анлăланаççă. Унăн çĕнĕ закон проекчĕ сĕнме пултаракан пуçару прави пулать. Экспертсен шухăшĕпе çакă çамрăксен гражданла хастарлăхне ÿстерме, право тата политика культурине йĕркелеме пулăшĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: