Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
23 Майӑн 2023, 17:50

Ĕпхÿре ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшакан фонд уйрăмĕ уçăлĕ

2023 çулхи апрель уйăхĕн 3-мĕшĕнче «Тăван çĕршывăн хÿтĕлевçисем» («Защитники Отечества») ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшу паракан фонда РФ Президенчĕ Владимир Путин хушнипе йĕркеленĕ.

Ĕпхÿре ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшакан фонд уйрăмĕ уçăлĕ
Ĕпхÿре ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшакан фонд уйрăмĕ уçăлĕ

Май уйăхĕн 31-мĕшĕнче Ĕпхÿре асăннă фондăн филиалĕ уçăлмалла. Çакăн çинчен Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн администраци ертÿçи Максим Забелин пĕлтернĕ. Фондăн Ĕпхÿри уйрăмĕ республикăри халăха социаллă пулăшу паракан центр çуртĕнче (Мингажев урамĕ, 107) вырнаçнă. Паян Максим Забелин ПР çемье, ĕç тата халăха социаллă пулăшу паракан министрпа Ленара Ивановапа тата республика парламенчĕн депутачĕпе Гульнур Кульсаринапа фонд филиалĕ ĕçе пуçлама хатĕрлĕхне тĕрĕсленĕ.

Максим Забелин Фонд ĕçченĕсем Хусанта ятарлă вĕренÿ курсне иртнине тата вĕсем пурте ĕçе хатĕррине (ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вĕсен çемйисенчи лару-тăрăва уйрăм хак парса пулăшма пултарнине) палăртнă. Филиалăн ĕçне обществăлла организацисемпе пĕрле йĕркелĕç, мĕншĕн тесен вĕсем кама мĕнле пулăшу кирлине тĕпчесе пĕлĕç. Кунта медицина пулăшăвĕ парассипе, çар операцине хутшăнса инвалида юлнă çынсене реабилитаци иртме тата протезсем хатĕрлеме пулăшассипе çыхăннă ыйтусем кĕреççĕ. Çавăн пекех ятарлă психологипе терапи енчен консультаци парассине те шута илнĕ.

Максим Забелин каланă тăрăх, хамăрăн паттăрсене пулăшасси патшалăх политикинче системăллă тата чăн малтан тумалли (приоритетлă) ĕç пулмалла. Тăван çĕршыва хÿтĕленине асра тытса патшалăх вĕсене тивĕçлĕ шайра тата кирлĕ пек тав тумалла, хисеплемелле.

Çакна та палăртса хăвармалла, регионти патшалăх фончĕн структури виçĕ пайран тăрĕ. Кунта медицина, социаллă тата обществăлла проектсем кĕреççĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Ĕпхÿре ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшакан фонд уйрăмĕ уçăлĕ
Ĕпхÿре ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшакан фонд уйрăмĕ уçăлĕ
Ĕпхÿре ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшакан фонд уйрăмĕ уçăлĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: