Пур хыпар та
Общество
24 Майӑн 2023, 10:20

Республикăра çĕнĕ хисеплĕ ят пулĕ

Пушкăртстан Республикин Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн пресс-служби республикăра çĕнĕ хисеплĕ ят çирĕплетесси çинчен пĕлтернĕ. Çакăн çинчен калакан закон проектне ыран, май уйăхĕн 25-мĕшĕнче, депутатсем пленарлă ларура пĕрремĕш вулавра пăхса тухĕç.

Республикăра çĕнĕ хисеплĕ ят пулĕ
Республикăра çĕнĕ хисеплĕ ят пулĕ

– «Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ халăх промыслин ăсти» ята çирĕплетесси çинчен калакан закона йышăнатпăр, – тенĕ пушкăрт парламенчĕн спикерĕ Константин Толкачев.

Çак сумлă ята профессири пысăк ăсталăхшăн тата нумай çул хушши асăннă отрасльте тăрăшса ĕçленĕшĕн парĕç.

ПР Патшалăх Пухăвĕн председателĕ халăх промыслин йăли-йĕркине упраса хăвармаллине палăртнă. Унăн шухăшĕпе халăхăн илемлĕ промысли вăл халăх культурин пурлăх пайĕ тата пирĕн нацин пуянлăхĕ шутланать.

– Ăстасен аллипе ăруран-ăрăва куçакан технологисемпе тăвакан япаласем вĕсем производство кăна мар, искусствăран та пысăкрах пуянлăх. Çавăнпа та çак пулăм çине питĕ тимлĕ те сыхлануллă, ятарлă куçпа пăхмалла. Хисеплĕ ята йышăнни республикăри халăх промыслине çынсем хушшинче сарма тата ал ĕçне аталантарма пулăшĕ, – пĕтĕмлетнĕ Константин Толкачев.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: