Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
18 Ноябрӗн 2023, 16:55

«Çулталăкри чи лайăх хĕрарăм-директор» ята çĕнсе илессишĕн 20 çын кĕрешĕ

Пушкăртстанра Пĕтĕм Раççейри «Çулталăкри чи лайăх хĕрарăм-директор» XXVII конкурсăн регионти тапхăрĕн пĕтĕмлетĕвне тунă тесе пĕлтернĕ республикăн правительстви. Çĕнтерÿçесен шутĕнче 20 хĕрарăм-ертÿçĕ, вĕсем çĕршыв шайĕнче 2024 çулта республика чысне хÿтĕлĕç.

«Çулталăкри чи лайăх хĕрарăм-директор» ята çĕнсе илессишĕн 20 çын кĕрешĕ
«Çулталăкри чи лайăх хĕрарăм-директор» ята çĕнсе илессишĕн 20 çын кĕрешĕ

 Финала тухнисем: Рита Султанова («Кама ООО, «Бизнес корифейĕ» номинаци), Людмила Корчагина (уйрăм предприниматель, «Çулталăк меценачĕ» номинаци), Диляра Башарова («Пирĕн çăкăр» ООО, «Пахалăх енĕпе ертсе пырас ĕçре çитĕнÿсем тунăшăн» номинаци), Алиса Байкова (Ачасен аталану тата акăлчан чĕлхи ценрĕ, «Бизнес уçнă çулталăк» номинаци), Татьяна Скибина («Альфа-Урал» ООО ЧОО, «Çĕнĕ ăру директорĕ» номинаци) тата ыттисем.  

- Çулталăкри чи лайах хĕрарăм-директор» конкурс -  хăйне евĕр конкурс. Вăл тĕрлĕ сферăсемпе отрасльсенчи чи лайăх ертÿçĕсене тупса палăртма май парать. Конкурса хутшăнакансем республика тата мĕнпур общество аталанăвне сахал мар хăйсен тÿпине хываççĕ, - çирĕплетнĕ ПР предпринимательство тата туризм министрĕ Рустем Афзалов.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: