Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
8 Декабрӗн 2023, 09:05

Раççей президентне 2024 çулхи март уйăхĕн 17-мĕшĕнче суйлĕç

Федераци Канашĕ Раççей президентне суйламалли куна 2024 çулхи март уйăхĕн 17-мĕшĕнче тесе палăртнă. Çакăн çинчен калакан постановление ĕнер, декабрь уйăхĕн 7-мĕшĕнче, йышăннă. Сенаторсем уншăн пĕр саслă пулса сасăланă.

Раççей президентне 2024 çулхи март уйăхĕн 17-мĕшĕнче суйлĕç
Раççей президентне 2024 çулхи март уйăхĕн 17-мĕшĕнче суйлĕç

«2024 çулхи март уйăхĕн 17-мĕшне РФ президентне суйламалли кун тесе палăртас. Çак постановлени официаллă çăлкуçсенче пичетленсе тухнă кунран пуçласа вăя кĕрет», - тесе çырать «РИА  Новости».

Федераци Канашĕн ларăвĕнче Раççĕй Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Элла Памфилова паян, декабрь уйăхĕн 8-мĕшĕнче, виçĕ кун хушшинче президента суйласси çинчен калакан постановлени проектне пăхса тухма палăртнине пĕлтернĕ.

Аса илтеретпĕр, Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров «турĕ лини» вăхăтĕнче вăл Владимир Путин командинчи çын пулни çинчен каланăччĕ. Енчен те Владимир Владимирович суйлавра çĕнтерсен (кун пирки регион ертÿçи иккĕленмест, мĕншĕн тесен унăн рейтингĕ питĕ пысăк) вăл сентябрь уйăхĕнче суйлава хутшăнатех. Анчах та Радий Фаритович васкама кирлĕ маррине, сентябрьччен вăхăт пур-ха тесе пĕлтернĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: