Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
10 Декабрӗн 2023, 15:05

Тилĕ чутах дворник кĕреçине вăрласа кайман

Октябрьский хулинчи урамра иртсе çÿрекенсем пĕр тилле асăрханă. Ăна вĕсем видео çине те ÿкерсе илнĕ. Тискер чĕр чун шăпах çав вăхăтра «Звездный» паркра дворникĕн юр çинче выртакан кĕреçине вăрлама хăтланса пăхнă, анчах та пуçланă ĕçе вĕçне çитереймен. Тилĕ нимĕнсĕрех вырăнтан тарса çухалнă.

Тилĕ чутах дворник кĕреçине вăрласа кайман
Тилĕ чутах дворник кĕреçине вăрласа кайман

Маларах Ĕпхÿ хулинче те больница таврашне тилĕ килсе тухнă. Ахăртнех çак сивĕ çанталăкра тискер чĕрчунсем кил-çурт çывăхĕнче апат шыраççĕ-тĕр. Юлашки вăхăтра вĕсене çулсем çинче те чылай курма пулать.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: