Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
11 Декабрӗн 2023, 15:28

Ĕçсĕр çынсене шутланă

2023 çулхи октябрь уйăхĕ вĕçĕ тĕлне Пушкăртстанри халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăн учетĕнче 14 пин ĕçсĕр çын тăнă. Вĕсенчен хăйсене официаллă ĕçсĕррисен шутне 12,1 пинĕшĕ кĕртнĕ.

Ĕçсĕр çынсене шутланă
Ĕçсĕр çынсене шутланă

- Шута илнĕ ĕçлеменнисен шутне ĕçлекеннисемпе танлаштарсан 0,6 процентпа пĕр килнĕ,  - пĕтĕмлетнĕ республикăри статистика ĕçченĕсем.

Октябрь уйăхĕнче регионта ĕçсĕрлĕх статуса 2,9 пин çын илнĕ.  Çавăн пекех уйăх хушшинче 2,9 пин çын ĕçе вырнаçнă.

Ĕçпе тивĕçтерекен центрсене организаци пуçлăхĕсем 49,9 пин ĕçлекен çын кирли пирки заявлени тăратнă. Çак кăтарту сентябрь уйăхĕн вĕçĕпе танлаштарсан 5,7% чакнă.

Пушкăртстанра 2023 çулхи июль-сентябрь уйăхĕсенче 15 çулхи тата унран аслăрах ĕç çыннисен шучĕ 1, 924 миллионпа танлашнă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: