Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
21 Декабрӗн 2023, 15:45

Пушкăртстанра 2023 çулта нумай ачаллă 1300 çемье тÿлевсĕр çĕр илнĕ

Çав вăхăтрах 3860 çемьене пĕр хут паракан 250 пин тенкĕ тÿлевпе тивĕçтернĕ.

Пушкăртстанра 2023 çулта нумай ачаллă 1300 çемье тÿлевсĕр çĕр илнĕ
Пушкăртстанра 2023 çулта нумай ачаллă 1300 çемье тÿлевсĕр çĕр илнĕ

Республикăра кăçал çăмăллăхпа усă куракансен черечĕ, çĕр лаптăкĕ илес текенсен шучĕ,  13 процента çити чакнă. Пурĕ вара 1300 нумай ачаллă çемье (виçĕ тата нумайрах ачаллисем) çĕр лаптăкĕн хуçи пулса тăнă. Çакăн çинчен брифингра ПР çĕр тата харпăрлăх хутшăнăвĕсен  министрĕ Наталья Полянская пĕлтернĕ.

Чи пысăк черет Ĕпхÿ хулинче тата Ĕпхÿ районĕнче пулса тăрать – 8700 çемье. Пурĕ вара черетре – 13900 çемье. Муниципалитетсен 60 процентĕнче çăмăллăхпа усă курса çĕр илес черет пачах та çук тесе çирĕплетнĕ ведомство ертÿçи.

Çĕр лаптăкне уйăрса парасси вăл йывăр ĕç мар, анчах та строительство ĕçĕсем туса ирттерме тата  çĕнĕ вырăнта пурнăçа йĕркелесе яма чăн малтан сахалтан та  электричество кирлĕ.  Нумай ачаллă çемьесене инфраструктурăпа та тивĕçтермелле, поликлиникăсемпе  ача сачĕсем, шкулсем тумалла. Шăпах çак ыйту çивĕч тăнине палăртнă министр.

- Çавăнпа та çĕр участокĕсене муниципалитетсен социаллă тата инженери инфраструктурисене тумалли плансемпе килĕшÿллĕн калаçса татăлса йĕркелетпĕр. Хăшĕ-пĕрисем резервра тăраççĕ, - тенĕ вăл. Унăн сăмахĕ тăрăх, хальхи вăхăтра 520 çĕр лаптăкĕ вырăнне хатĕрлеççĕ.

Пресс-конференцине хутшăнакансем хăш-пĕр çемьесем çĕр лаптăкне сутса тупăш илни пирки ыйту парсан министр çак ыйту ведомствăна пырса тивменнине пĕлтернĕ. Мĕншĕн тесен закон тăрăх çăмăллăхпа усă куракансем çĕр лаптăкĕ илеççĕ, унпа мĕнле усă курасси вĕсен ирĕкĕ пулса тăрать.

- Хула хĕрринче çурт лартас текенсем питĕ нумай, чылайăшсем çурт хăпартма çĕр кĕтеççĕ. Нумаях пулмасть республика пуçлăхĕ çĕнĕ «Пушкăрт картишĕ» проектпа  паллаштарчĕ. Вăл çынсене илĕртессе шанатăп, халăх хушшинче анлă сарăлĕ тесе шутлатăп. Пирĕн ведомствăн ĕç тата хутшăнать. Пирĕн халĕ те «Строительство ĕçĕсем валли çĕр» ресурс пур. Унта пурĕ 1560 участок, виççĕрĕшĕнче уйрăм çуртсем лартма пулать. Çавăнпа та çак проекта малалла аталантарса аслăлатăпăр, -  тенĕ Наталья Полянская

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: