Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
21 Декабрӗн 2023, 17:00

Пушкăртстанри Петрпа Феврони çветтуйсен палăкĕн авторĕ Мускавран пулĕ

Мускаври Петр Добаев скульпторăн йĕрленчĕкĕ (эскиз) тăрăх Бирск хулинче Петрпа Феврони çветтуйсен палăкне лартĕç. Асăннă скульпторăн ĕçĕсем Раççейĕн чылай хулине илем кÿреççĕ.

Пушкăртстанри Петрпа Феврони çветтуйсен палăкĕн авторĕ Мускавран пулĕ
Пушкăртстанри Петрпа Феврони çветтуйсен палăкĕн авторĕ Мускавран пулĕ

Çветтуй мăшăрăн палăкне Бирск хулинчи Октябрьский лапамĕнче Свято-Троицкий аслă собор хыçĕнче вырнаçтарĕç. Чи лайăх проекта конкурс комиссине тăратнă 10 ĕçрен суйласа илнĕ.

Астутаратпăр, конкурс йĕркелÿçи – регионти Культура министерстви, Бирск район администрацийĕпе республикăри Ÿнерçĕсен союзĕ.      

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: