Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
1 Кӑрлач , 19:20

Раççей Президенчĕ Радий Хабирова Çĕнĕ çул ячĕпе саламланă

Раççей Президенчĕ Владимир Путин республика пуçлăхне Радий Хабирова Çĕнĕ çул ячĕпе саламласа уяв телеграмми янă. Унта çакăн пек йĕркесем пур:

Раççей Президенчĕ Радий Хабирова Çĕнĕ çул ячĕпе саламланă
Раççей Президенчĕ Радий Хабирова Çĕнĕ çул ячĕпе саламланă

«Хисеплĕ Радий Фаритович! Сире Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатăп. Эпир яланах çак чаплă уявсене ырă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илетпĕр, пĕр-пĕрне чун чĕререн сывлăх, çитĕнÿсем, пуçланă ĕçсенче ăнăçусем сунатпăр. Палăртни, ĕмĕтленни пурнăçа кĕччĕр, юнашар юратнă тата çывăх çынсем, шанчăклă тус-юлташсем пулччĕр».

Çакăн пекех салам çырăвĕ Раççей правительствин председателĕ Михаил Мишустин  янă.

«Хисеплĕ Радий Фаритович! Йышăнсамăр манран Çĕнĕ çул тата Раштав ячĕпе салам сăмахĕсене. Кашни килте тата кашни çемьере çак уявсем чун чĕре ăшшипе, лайăх кăмăл-туйăмпа, çутă та таса аса илÿсемпе пуянлатаççĕ. Вĕсем пире тăвансемпе тата туссемпе тĕл пулса савăнăç парнелеççĕ, çемьен хаклăхĕсем çинчен аса илтереççĕ, атте-анне çуртне тата хамăрăн Тăван çĕршыва юратнине асăрхаттараççĕ.

2024 çул ăнăçлă пултăр, хамăрăн вăя шанма çирĕплĕх çураттăр. Чун чĕререн çирĕп сывлăх сунатăп, ĕметленни пурнăçа кĕтĕр».

Пушкăртстанра пурăнакансене Раççей президенчĕн Атăлçи  федераллă округăн полномочиллĕ представителĕ Игорь Крмаров саламланă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: