Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
2 Кӑрлач , 17:15

Çĕнĕ çул каçĕнче Пушкăртстанра миçе ача çурални паллă

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров хăйĕн социаллă сечĕсенче Çĕнĕ çул каç çурçĕр иртсе ирхи 8 00 сехетчен (2024 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнче) республикăра 10 пепке çуралнине пĕлтернĕ. Çав шутра 4 ывăл ача тата 6 хĕр ача.

Çĕнĕ çул каçĕнче Пушкăртстанра миçе ача çурални паллă
Çĕнĕ çул каçĕнче Пушкăртстанра миçе ача çурални паллă

Пĕрремĕш ача пулса Эрик ятлă пепке çут тĕнчене килнĕ, вăл республикăри перинатальлĕ клинка центрĕнче çуралнă.

«Тухтăрсем пĕчĕкскер хăйне лайăх туять тесе çирĕплетнĕ. Унăн виçи самай пысăк – 3920 грамм таять, пĕвĕ – 52 сантиметр. Ку вăл Миленăпа Эдгар мăшăрăн иккĕмĕш ачи шутланать. Çемье Ĕпхÿ хулинче пурăнать. Мĕнпур амăшĕсемпе ашшĕсене çемьесенче ачасем çуралнă ятпа саламлатăп. Медицина ĕçченĕсене те саламлатăп тата тав тăватăп, вĕсем уяв кунĕсенче те хăйсен тивĕçне чунне парса тата паха пурнăçлаççĕ. Республикăра пурăнакансене Çĕнĕ çула лайăх ирттерме, çемьесенче телей, ыррине тата тăнăçлăх сунатăп», - тесе çырнă регион ертÿçи.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: