Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
2 Кӑрлач , 18:50

Январь уйăхĕн 3-мĕшĕнче алкоголь напитокĕ сутлăхра сахалрах пулĕ

Ыран Пушкăртстанри лавккасенче алкоголь напитокĕсем сутассине чакарĕç.

Январь уйăхĕн 3-мĕшĕнче алкоголь напитокĕ сутлăхра сахалрах пулĕ
Январь уйăхĕн 3-мĕшĕнче алкоголь напитокĕ сутлăхра сахалрах пулĕ

«Республикăра январь уйăхĕн 3,4,5-мĕшĕсенче 17 00 сехетрен пуçласа 10 00 сехетчен тата январĕн 6-мĕшĕнче 17 00 сехетрен 23 00 сехетчен алкоголь продукцине сутма чарĕç»,  - пĕлтернĕ ПР Суту-илÿ министерствинче.

Çапла майпа тăвата кун хушши, çÿлерех  палăртнă вăхăтсенче, алкоголь напитокĕсене лавккасенче сутмĕç.

Çак йĕркене Пушкăртстан парламенчĕ закон шайĕнче çирĕплетнĕ.

«Закона чылай йывăрлăхсемпе хатĕрлерĕмĕр. Эпир нумай ĕç схемине шырарăмăр, Çĕнĕ çул уявĕсенче çынсем алкогольпе наркăмăшланнă тата тĕрлĕ закона пăсса тунă пулăмсене шута илтĕмĕр. 2021 çул вĕçĕнче çак график патне килсе тухрăмăр, виççĕмĕш çул ăна пăхăнса пурăнатпăр. Чару виçисем çемçе, вĕсене пурнăçлама пулать, - тенĕ асăннă закон пирки республика парламенчĕн спикере Константин Толкачев.

Сăмах май, вулакансене çакна та асăрхаттарса хăваратпăр, законпа килĕшÿллĕн юлашки шăнкăрав, Çамрăксен, Пĕлÿ, Сабантуй кунĕсенче те алкоголь напитокĕсене лавккасенче сутма чарнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: