Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
9 Кӑрлач , 17:50

Янӑшри шкула Игнатьев ятне панӑ

Малашне Чăваш Енри Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Янӑшри вӑтам шкул Михаил Игнатьев ячӗпе хисепленсе тӑма пуҫлĕ. Ҫав ятпа савӑнӑҫлӑ мероприятие ӗнер, январĕн 8-мӗшӗнче, ирттернӗ. Кун пирки Шупашкар районӗнчи тӗп пульницӑн тӗп тухтӑрӗ Владимир Викторов «Контактра» пӗлтернӗ.

Янӑшри шкула Игнатьев ятне панӑ
Янӑшри шкула Игнатьев ятне панӑ

«Мероприятие кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче йĕркелени ытахальтен мар. 2010-2020 ҫулсенче Чӑваш Енӗн Элтеперӗ пулнӑ Михаил Васильевич шăпах ҫав кун ҫуралнӑ. Пурӑннӑ пулсан вӑл ӗнер 62 ҫул тултармаллаччӗ.

Ентешне сума суса Янӑшри шкулта арҫынсен командисен хушшинче волейбол ӑмӑртӑвӗ иртнĕ», - тесе пĕлтерет чăваш халăх сайчĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: