Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
13 Кӑрлач , 17:30

Шаймуратов палăкĕ умĕнчи хисеплĕ хурала пăрахăçланă

Ĕпхури Советски лапамра январь уйăхĕн 13-мĕшĕнче Минигали Шаймуратов генерал-майор палăкĕ умĕнчи хисеплĕ караула (почетный караул) пăрахăçланă. Тĕп сăлтавĕ - Пушкăртстанăн тĕп хулине вăйлă сивĕсем килсе çитни.

Шаймуратов палăкĕ умĕнчи хисеплĕ хурала пăрахăçланă
Шаймуратов палăкĕ умĕнчи хисеплĕ хурала пăрахăçланă

Аса илтеретпĕр, хурал вахти тăрассине иртнĕ кĕркунне, 112-мĕш пушкăрт кавалери дивизин паллă командирĕ çуралнă кун, йăлана кĕртнĕ пулнă. Хисеплĕ хурала кашни шăмат кун тăратаççĕ: çулла 19. 00 сехетрен пуçласа 21 сехетчен, çуркунне тата кĕркунне – 15. 00-17. 00, хĕлле – 12. 00-14. 00 сехетсенче.

Хисеплĕ хуралта тăма Муса Гареев ячĕллĕ летчиксем пулма хатĕрлекен шкул интернатăн кадечĕсем тивĕç пулнă. Хурал вăхăтĕнче вĕсем ан шăнччĕр тесе Советски лапамра ятарлă кабинкăсем вырнаçтарнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: