Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
15 Кӑрлач , 12:35

Благовещенск районне хĕрарăм ертсе пырĕ

Пушкăртстанра Благовещенск район администрацин çĕнĕ пуçлăхне çирĕплетнĕ. Çак пукана Анна Карабанова йышăннă, маларах вăл кунтах бизнес-шериф пулса ĕçленĕ. Урăхла каласан, район администраци пуçлăхĕн предпринимательсемпе ĕçлекен çумĕ пулнă.

Благовещенск районне хĕрарăм ертсе пырĕ
Благовещенск районне хĕрарăм ертсе пырĕ

Муниципалитета маларах Олег Голов ертсе пынă. Олег Евгеньевич малтан ПР Патшалăх Пухăвне-Курултая куçнă пулнă, халĕ РФ Федераци Канашĕн сенаторĕ пулса тăнă.

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров социаллă сетьсенче çирĕплетнĕ тăрăх, Анна Карабанована районти депутатсем суйланă. Вăл Олег Голова улăштарма чылай çын шыранине те пĕлтернĕ.

- Пирĕн çак вырăнта хăйне лайăх енчен кăтартнă çынна курас килет. Анна Николаевнан ĕç опычĕ тени пур. Вăл бизнес-шериф пулса районта пĕлтерĕшлĕ ĕç енне ертсе пынă. Эпир Благовещенск районĕнче  пурăнакансем хастар пулнипе палăрса тăнине пĕлетпĕр. Çак ĕçре вĕсене социаллă экономика аталанăвĕнче малта пыракан территори (ТОСЭР) статусĕ те пулăшса пырать, - тесе пĕлтернĕ Радий Хабировăн  сăмахĕсемпе унăн пресс-службинче.

Анна Карабанова 1984 çулта çуралнă. Унăн пĕлĕвĕпе карьери пирки сахал çырнă. Район сайтĕне вăл 2006 -2007 çулсенче банкра менеджер, 2007-2009 çулсенче Ĕпхÿри коммерци банкĕнче тĕп специалист пулнă тенĕ. Çавăн пекех 2010-2014 çулсенче Раççейри ĕç тăвакан влаç органĕсенче ĕçленĕ, анчах та ăçтине кăтартман. 2014 çулта «Пушкăртстанри Аталану коорпорацине» куçнă, унта управленине ертсе пынă. Çак управленинче хĕрарăм 2019 çулччен тăрăшнă, ун хыççăн ăна Благовещенск район администраци пуçлăхĕн экономика тата предпринимательство енĕпе ĕçлекен çумĕ пулма çирĕплетнĕ. Олег Голов ĕçрен кайсан район пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçланă.

Хальхи вăхăтра Анна Карабанова Пушкăртстанри  муниципаллă районсене ертсе пыракан тăватă хĕрарăм-пуçлăхран пĕри пулса тăнă. Вĕсен шутĕнче Иглин, Киги тата Çтерлĕ (çак кунсенче муниципалитет  пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлама çирĕплетнĕ) районĕсем кĕреççĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: