Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
7 Нарӑсӑн , 14:55

Ĕпхÿре Пушкăртстанăн пĕрремĕш президенчĕн палăкне уçнă

Республикăн тĕп хулинче савăнăçлă лару-тăрура Муртаза Рахимовăн палăкне уçнă. Ăна ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн тата правительство çурчĕсен хушшинче вырнаçтарнă.

Ĕпхÿре Пушкăртстанăн пĕрремĕш президенчĕн палăкне уçнă
Ĕпхÿре Пушкăртстанăн пĕрремĕш президенчĕн палăкне уçнă

Мероприяти церемонине Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров, Раççей Президенчĕн администраци ертÿçин çумĕ Магомедсалам Магомедов, Тутарстан раисĕ Рустам Минниханов тата пĕрремĕш президентăн мăшăрĕ Луиза Рахимова хутшăннă.

Палăкăн кĕлеткине Советски лапамра вырнаçтарнă Минигали Шаймуратов палăкне ăсталăна Салават Щербаков скульпторах хатĕрленĕ. Палăк хыçĕнче монумент пилон (юпа хапха) – Пушкăртстанăн  карттиллĕ ялав тата Конституцин пĕрремĕш статйин тексчĕ (ăна Муртаза Губайдуллович вăхăтĕнче йышăннă) – тăрать. Плита çинче пирĕн историне сăнласа паракан бронза рельефсем ÿкернĕ. Тепĕр икĕ пилонне промышленоçпа ял хуçалăхне халалланă. Вĕсен вĕçĕсем çинче республикăн тăватă орденĕ вырнаçнă.

Радий Хабиров хăйĕн сăмахĕнче Муртаза Губайдуллович республикăпа унăн халăхĕшĕн ырми-канми тăрăшнине палăртнă. Пĕрремĕш президентăн Пушкăртстана çĕршывшăн çăмăлах мар вăхăтра ертсе пыма тÿр килнĕ. Вăл тăрашнине, унăн вăй-халне, ĕç опытне тата професси ăсталăхне пула, республика ансат мар тĕрĕслев витĕр иртнĕ.

Муртаза Рахимов хăй хыççăн çирĕп экономикăллă, аталаннă социаллă инфраструктурăллă тата çынсен туслăхне тата тăван Пушкăртстана шанакан республика хăварнă. Радий Хабиров каланă тăрăх, палăка хатĕрленĕ чухне çынра чиновник пулнине кăтартма тăрăшман, ытларах тăван çĕре юратакан çын сăнарне калăпланă.

Юрий СНЕГОПАД.

Ĕпхÿре Пушкăртстанăн пĕрремĕш президенчĕн палăкне уçнă
Ĕпхÿре Пушкăртстанăн пĕрремĕш президенчĕн палăкне уçнă
Ĕпхÿре Пушкăртстанăн пĕрремĕш президенчĕн палăкне уçнă
Ĕпхÿре Пушкăртстанăн пĕрремĕш президенчĕн палăкне уçнă
Ĕпхÿре Пушкăртстанăн пĕрремĕш президенчĕн палăкне уçнă
Ĕпхÿре Пушкăртстанăн пĕрремĕш президенчĕн палăкне уçнă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: