Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
12 Мартӑн , 09:50

Владимир Путин уголовлă ĕç тытăмĕнче ĕçлекенсем валли хисеплĕ ят çирĕплетнĕ

Раççей президенчĕ «Раççей Федерацинчи уголовлă ĕç тытăмĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçчен» ята çирĕплетни çинчен калакан указа алă пуснă. Документа официаллă право порталĕнче пичетлесе кăларнă.

Владимир Путин уголовлă ĕç тытăмĕнче ĕçлекенсем валли хисеплĕ ят çирĕплетнĕ
Владимир Путин уголовлă ĕç тытăмĕнче ĕçлекенсем валли хисеплĕ ят çирĕплетнĕ

Аса илтертпĕр, паян, март уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Уголовлă ĕç тăвакан тытăмра ĕçлекенсен кунне паллă тăваççĕ. Çак кун 1879 çулта иккĕмĕш Александр патша тĕрме департаменчĕ çинчен калакан указа кăларнă. Шăпах çак документа йышăннă кун  Раççейре патшалăх шайĕнче айăпланисене уголовлă явап тыттарасипе çыхăннă тытăмра паллă пулăм пулса тăнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: