Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
5 Апрелӗн , 17:40

Юхан шывсем çинчи хăрушă вырăнсене вертолетпа тĕрĕслеççĕ

Пушкăртстанра çурхи ейĕве пула хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан юхан шывсенчи вырăнсене КА-32 вертолетпа вĕçсе çÿресе сăнаса тăрĕç. Çак ĕçе лару-тăрăва уçăмлатас тата мониторинг ирттерес тĕллевпе пурнăçлаççĕ тесе пĕлтернĕ ПР Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитечĕн ертÿçи Кирилл Первов хăйĕн телеграм-каналĕнче.

Юхан шывсем çинчи хăрушă вырăнсене вертолетпа тĕрĕслеççĕ
Юхан шывсем çинчи хăрушă вырăнсене вертолетпа тĕрĕслеççĕ

«Çанталăк ăшăтнă май юр ирĕлесси ÿссе пырать. Çав вăхăтрах юхан шывсенчи пăр ирĕлсе шыв-шур вырăнтан тапранать. Лару-тăрăва тĕрĕслесех тăратпăр. Шыв объекчĕсенче мониторинг ирттересси малалла тăсăлать», - тесе çырнă Кирилл Первов.

Сăн ÿкерчĕкре Шуратăл юхан шывĕ Иглин районĕнчи Шипово ялĕ çывăхĕнче юхса иртнине курма пулать. Шăпах çак вырăнта Сим Шуратăла юхса кĕрет. Тепĕр сăн ÿкерчĕкре Инзер Архангельск районĕнчи Узунларова ялĕ çумĕпе тăсăлса выртать.

Паянхи куна регионти инкеклĕ лару-тăру ведомстви пурĕ республикăри шыв айне пулма пултаракан е шыв илнĕ 39 вырăна тĕрĕслесе тăрать.

Юрий СНЕГОПАД.

Юхан шывсем çинчи хăрушă вырăнсене вертолетпа тĕрĕслеççĕ
Юхан шывсем çинчи хăрушă вырăнсене вертолетпа тĕрĕслеççĕ
Юхан шывсем çинчи хăрушă вырăнсене вертолетпа тĕрĕслеççĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: