Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
8 Апрелӗн , 10:45

Пушкăртстанра пĕтĕм республикипе иртекен субботниксен кунĕсем паллă

Çак кунсенче республикăра экологи субботникĕсем ирттермелли кунсене палăртнă. Вĕсене регионта апрель уйăхĕн 13 тата 20-мĕшĕсенче йĕркелĕç.

Пушкăртстанра пĕтĕм республикипе иртекен субботниксен кунĕсем паллă
Пушкăртстанра пĕтĕм республикипе иртекен субботниксен кунĕсем паллă

Субботниксем вăхăтĕнче вырăнсене ешĕл сăн кĕртĕç (йывăçсемпе тĕмсем лартĕç), çулсемпе тротуарсене, хÿмесемпе çуртсен фасачĕсене юсĕç, çулсемпе вĕсен хĕррисене, пурăнмалли кварталти территорисене, çутçанталăкри лапамсемпе айлăм вырăнсене çÿп-çапран тасатĕç. Çăлкуçсене тирпей-илем кĕртесси çине те тимлĕх уйăрĕç.

Унсăр пуçне предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертÿçисене хăйсен хуçалăхĕсенчи территорисене тасатма, йĕркене кĕртме хушнă. Çурт умĕсем (фасад)пирки те манмалла мар.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: