Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
3 Июнӗн , 12:10

Вăрманта тĕлĕнмелле вил тăприсем тупнă

Салават районĕнчи тата Челябинск облаçĕнчи Ашин районĕнчи Кропачево поселокĕнчи таврапĕлÿçĕсем вăрманта тĕлĕнмелле вил тăприсем тупнă.

Вăрманта тĕлĕнмелле вил тăприсем тупнă
Вăрманта тĕлĕнмелле вил тăприсем тупнă

Вĕсем çинче палăксем лартнă пулнă. Анчах вилнисен хушамачĕсем пăсăлнă. «На земле Салавата» кăларăм пĕлтернĕ тăрăх, çакă иртнĕ ĕмĕртех çĕр питĕнчен çухалнă Мураткино ялĕн масарĕ иккен.

Вилнисене ăçта пытарнине виççĕмĕш хутран çеç тупнă. Таврапĕлÿçĕсем икĕ кун хушши хăйсем тĕллĕн шырани тухăç паман. Яхъя ялĕн çыннисемпе калаçнă хыççăн çеç масар ăçта вырнаçнине пĕлнĕ. Унта вара икĕ палăк сыхланса юлнă. Иккĕшĕнче те икĕ çын ятне палăртнă.    

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: