Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
25 Июнӗн , 09:37

Пелепей хулинче малтанхи мунча вырăнĕнче 30 млн тенкĕлĕх SPA комплекс уçĕç

Раççейри экономика аталанăвĕн министерстви «БМ» ООО Пелепей компанине социаллă пурнăçа мала иртсе аталанакан территори (ТОСЭР)  резиденчĕсен шутне кĕртнĕ. Асăннă  компани хулара 30 млн тенкĕ ытла тăракан SPA мунча комплексне хута ярасси çинчен вице-премьер, регионти экономика аталанăвĕн министрĕ Рустам Муратов пĕлтернĕ.

Пелепей хулинче малтанхи мунча вырăнĕнче 30 млн тенкĕлĕх SPA комплекс уçĕç
Пелепей хулинче малтанхи мунча вырăнĕнче 30 млн тенкĕлĕх SPA комплекс уçĕç

Компани пулас комплекс валли кирлĕ оборудовани туянасси пирки калаçса татăлнă.

- Çĕнĕ резидент малтанхи обществăлла мунча çуртне муниципалитетран арендăна илĕ. Унта финн сауни (мунчи), тĕрлĕ массаж тумалли пÿлĕмсем, обществăлла апатлану вырăнĕ пулĕ. Çавăн пекех пĕчĕк бассейнлă ача-пăча зони те йĕркелĕç, - каласа панă Рустам Муратов.

Проекта 2024-2030 çулсенче пурнăçлама палăртаççĕ, унта 20 ĕç вырăнĕ уçăлĕ. Комплекса 2024 çулхи декабрь уйăхĕнче хута ярасшăн, инвестор 2030 çул тĕлне 53 миллион тенкĕлĕх тупăш илесшĕн.

«БМ» ООО  Пелепей хулинче 2024 çулхи апрель уйăхĕнче регистрацие тăнă. Пуçараканĕсем Артур Бахтиев тата Тимур Маннанов шутланаççĕ.  Çавăн пекех Артур Бахтиев Ĕпхÿри «Бетонстройтехнологии» компание  ертсе пырать.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: